Ӑҫта-ӑҫта та, анчах республикӑри районсене ушкӑн вӗҫӗмех ҫӳрет. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял уявне хутшӑннӑ. «Чӗннӗ те, епле каймӑн», — тесе ушкӑн хаваспах ҫула пуҫтарӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсенчен тӑракан ансамбль профессионал-ертӳҫӗ ертсе пынипе халӑх чунне пымалла шӑрантарнӑ. Концертра асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Надежда Силпи тата Анатолий Печников хӑй ҫырнӑ сӑвӑсем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсем те шӑраннӑ.
Ял уявне Кӳкеҫри пултаруллӑ пике, республика, ҫӗршыв тата халӑхсем хушшинчи конкурссенче темиҫе хут та лауреат пулса тӑнӑ Анастасия Егоркина та, хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне бал ташшисен «Илем» халӑх ансамблӗ (ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валентина Васильева ертсе пырать) хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (5)
Утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Ойкассинчи клубра сурпан куравӗ иртнӗ. Вӗсене таврари ялсенче пурӑнакансем парнеленӗ.
Сурпан хӗрарӑмӑн пуҫа ҫыхмалли хатӗрӗсенчен пӗри пулнӑ. Ӑна вӑрӑм та ҫинҫе алшӑлли евӗр хатӗрленӗ. Шарф тесен те ӑнланмалла пулӗ чылайӑшӗшӗн. Вӗҫӗсене тӗрлесе капӑрлатнӑ. Качча кайман хӗрсем ӑна хӑйӗн каччи валли тесе тӗрленӗ, ҫураҫма килсен ӑна чун варлине парнеленӗ. Ку вӑл юрату тата ҫураҫу палли евӗр пулнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑрсене пӳрте аллисене сурпанпа ҫыхса илсе кӗртнӗ. Ку вӑл вӗсене пӗрле вӑрӑм кун-ҫул пилленине палӑртнӑ. Арӑм тунӑ май хӗре сурпан ҫыхтарас йӑла пулнӑ. Кӗтӳ хӑвалама тухнӑ чух та хӗрарӑмсем сурпан ҫыхса тухнӑ. Ӑна ҫыхманнисем пирки кахал тесе шухӑшланӑ.
Эрнекун ирпе Кӳкеҫ патӗнчи ҫула хупӗҫ. Анчах нумайлӑха мар. Пӗр сехетлӗхе. Транспорта ҫӳреме вӑхӑтлӑха чарма ирхи ирхи икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, ку — ирӗкӗсртен йышӑннӑ утӑм. Федераци ҫулӗ ҫинче электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ҫула таблон юписене вырнаҫтарнӑ вӑхӑта хупса хурӗҫ.
Паян ирпе Шупашкара ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫыравҫӑсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче пултаруллӑ 11 ҫын, литераторсем, ҫыравҫӑсем тата сӑвӑҫсем.
Мускаври пултарулӑх ҫыннисене культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Валерий Петровский ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ кӗтсе илнӗ.
Хӑнасен Чӑваш Енри программи анлӑ пулассине пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Хӑнасене Етӗрнери тата Шупашкарти, ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенчи паллӑ вырнӑсене кӑтартма палӑртнӑ. Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх чарӑнса тӑмалли вырӑна вара хӑнасем хӑйсем тӗллӗн суйланӑ иккен. Кун валли вӗсем Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнчи хӑна ҫуртне куҫ хывнӑ.
Сӑнсем (6)
Ҫак кунсенче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавӑнта кӗме тупӑшассишӗн республика шайӗнчи конкурса Чӑваш Енри 18 предприятипе организаци хутшӑннӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспертсем конкурса тӑратнӑ хутсемпе материалсем тата тӗпчев протоколӗсем тӑрӑх хакланӑ. Эксперт хаклавӗ терӗмӗр те, ҫавсем тавар пахалӑхне кӑна мар, производствӑри ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ таранах тӗпе хунӑ иккен.
Регионти комисси федераци шайӗнчи конкурса хутшӑнма 23 тӗрлӗ продукципе пулӑшу кӳрессине кӑларнӑ.
«Апат-ҫимӗҫ таварӗ» номинацие «Акконд» хапрӑкӑн харӑсах темиҫе тӗрлӗ ҫимӗҫӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Етӗрнери аш-какай комбиначӗ кӑларакан чӑваш шӑрттанӗ те списока лекнӗ. Ҫавӑн пекех конкурса «Смак» фирмӑн пӗр йышши печенийӗ, Шупашкарти элеваторӑн пысӑк сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ, «АвтоВАС» обществӑн минерал шывӗ хутшӑнӗҫ.
Промышенность таварӗсенчен — Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче тата «Пике» ҫӗвӗ фабрикинче кӑларакан ҫипуҫ, В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи пиротехника фонтанӗсем, Шупашкарти мамӑк фабрикинчи (предприятийӗ хӑй Шупашкар районӗнчи Чаканарта вырнаҫнӑ) матрас ҫине тӑхӑнтартмалли.
Республикӑри районсенче, ялсенче тухтӑрсем ҫитменни темиҫе ҫул каялла питӗ ҫивӗч ыйтуччӗ. 2011 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программа ӗҫлеме пуҫласан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑнчӗ. Унтанпа ҫулсерен ҫамрӑк тухтӑрсем, 35 ҫула ҫитменнисем, районсенчи, ялсенчи пульницӑсене ӗҫлеме каяҫҫӗ.
Кӑҫал ав ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 7 ҫамрӑк тухтӑр миллионер пулса тӑнӑ. Вӗсем халӗ районсенчи пульницӑсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — 2 стоматолог, 2 терапевт, фтизиатр тата ортопед травматолог. Ҫамрӑк ҫав тухтӑрсем Шупашкар, Елчӗк, Красноармейски, Канаш районӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑмах май, программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 193 ҫамрӑк специалист 1 миллион тенкӗ илнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.
Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.
Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.
Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Шупашкар район прокуратури асӑннӑ ял администрацийӗнче услам ӗҫӗ ҫинчен калакан саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн. Сӑмахӗ кунта организацисемпе уйрӑм усламҫӑсем патӗнче патшалӑх тата муниципалитет тӗрӗслевӗ ирттересси пирки пырать.
Пӗр-пӗр тӗрӗслев ирттерес тесен кун пирки хушӑва тӗрӗслев органӗн ертӳҫин е унӑн ҫумӗн кӑларма ирӗк пур. Тӗрӗслеве те ҫав хутра кӑтартнӑ ҫынсем кӑна хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче ку саманта тӗпе хуман. Тӗрӗслеве ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн хушӑвӗнче ҫирӗплетмен ҫынсем хутшӑннӑ.
Асӑннӑ тӑрӑх пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе «ПолиАРТ» тулли мар яваплӑ обществӑна тӗрӗслеме палӑртнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Моткина тӗрӗслевшӗн уполномоченнӑй тесе ҫырса хунӑ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнчи тӗрӗслеве вара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков хӑй хутшӑннӑ. Апла тӑк ку вӑл саккуна пӑсни пулать.
Халӗ Шупашкар район прокуратури хӑй тӗллӗн хуҫаланни статьяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса миравой суда ярса панӑ.
Ишек чиркӗвӗ пирки «Арҫури» хайлав тӑрӑх та пиртен кашниех пӗлет. 1740-мӗш ҫулхи ҫав чиркӗве таврари ялсенчен кӑна мар, аякри ҫӗрсенчен те ҫынсем пухӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак чиркӗве юсама тахҫанах тӗмсӗлекенсем пулсан та унта ниепле те ал ҫитеймен. Ҫапах та пӗчӗкӗн-пӗчӗкӗн юсама тӑрӑшнӑ-ха. Халӗ, ав, унӑн иккӗмӗш хутне хӑпартма тытӑннӑ.
Ҫӗнӗ чиркӳ унчченхинчен 6 хут пӗчӗкрех пулать-мӗн. Ҫӳллӗшӗ вара 26 метрпа танлашмалла. Чиркӗве хӑпартма ҫынсем укҫа пухаҫҫӗ. Асӑннӑ районти Лапсар ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем 35 пин тенкӗ пуҫтарнӑ, ҫӗньял-покровскисем — 17 пин. Район администрацийӗнче тата Пенси фончӗн районти пайӗнче ӗҫлекенсем те ыркӑмӑлланаҫҫӗ иккен. Предприяти-организацисем те укҫана ӑҫтана куҫармаллипе кӑсӑкланаҫҫӗ-мӗн. Укҫаллӑ пуянсене илсен Сергей Иванов усламҫӑ чиркӳ тума миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар районӗнче «Ясна» экологи ялӗ тӑвас ӗҫе темиҫе ҫул каяллах тытӑннӑччӗ. Унти Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗнче тума пуҫланӑ ҫав объект ӗмӗрӗ вӑрӑм. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ӗҫе тӳрех ҫул паманни те вӑрттӑнлӑх мар. Экоялта чӑваш ялӗ епле пурӑннине кӑтартас шухӑшлӑ.
Халӗ «Яснана» ҫутӑ кӗртме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ те. Трансформатор подстапнцине вырнаҫтарнӑ, кабельсене хурса тухнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра унта шыв пӑрӑхӗ тата канализаци пӑрӑхӗ хума тытӑнасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |